Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023

                            

      2023 ҫулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2023» акци иртрӗ. Акцие йĕркелесе пыракансемЧăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

    Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

   Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

   Акцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ Хутарти вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем те активлӑ хутшӑнчӗҫ.