Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022

 

  Чăваш чĕлхи кунне халалласа кашни ҫулах «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Вăл 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртрĕ. Акцин задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси; тěнчере тăван кěтесрен, тăван çěртен, тăван чěлхерен, тăван халăхран хакли нимěн те çуккине тепěр хут аса илтересси. Акцие И.Н. Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкул та хутшăнчĕ. Вĕрентекенсем тата шкул ачисем вырăнтах çырма кăмăл турĕç, диктант текстне 12.00 сехетре  итлесе çырчĕç. Çакнашкал акцисем ирттерни чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерме пулăшать.

Фролова Н.Н.