«Юрататǎп чǎвашсене,
вĕсене пĕтĕм чунтан ырлǎх
сунатǎп.
Чǎвашсене телейлĕ тǎвас теннисĕр пуçне
манǎн пурнǎçра
урǎх нимĕнле тĕллев те пулман» .
И. Яковлев
Ака уйᾱхĕн 21 числинче 4 класра вĕренекен ачасемпе
урок – çулçӳрев «И.Я.Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр» ирттерсе.
Паян эпир тăван халăха
мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çутта туртакан Иван Яковлевич çинчен калаçрăмăр. Иван
Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă, малашне те
çавăн пекех пулĕ. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать.
Вăл – ученый-педагог, çĕнĕ чăваш çырулăхне, чăваш ачисем вали учительсем хатĕрлекен
шкула йĕркеленĕ. Ăна чăваш хресченĕсем «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă
çыннăмăр» тесе чĕннĕ.
Чăваш халăхне çутта
кăларас енĕпе пысăк ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев
1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халĕ Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнне кĕрекен
Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн амашĕ, Анастасия Макарова, хресчен çемйинчен пулнă.
Вăл Иван Яковлевича çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă. Унтан И. Я. Яковлева, сĕм
тăлăха, Пахомовсен çемйи усрава илнĕ. Ăна хăйсен ачи пекех пăхнă. Çакăн çинчен вăл
17 çула çитсен кăна пĕлнĕ.
И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр,
анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхěн йывăр пурнăçě çинчен нумай шутланă,
вěсене вěрентесшěн, çутта кăларасшăн пулнă. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр тăван халăхшăн
питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă,
чăваш, тутар, мăкшă ачисем вали нумай шкул уçнă. ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче
Иван Яковлев чăваш ачисем валли алфавит йĕркеленĕ, букварь, вĕренÿ кĕнекисем кăларнă.
Чăннипех те
эпир çакăн пек тăрăшуллă, ĕçчен, пултаруллă çын умĕнче пуçăма тайма тивĕçлĕ.
Ҫак пурнăçа хаклама, ырра усалтан уйăрма, ĕç – пурнăç тыткăчи пулнине ăнланса илме
пире И.Я.Яковлев калавĕсем пулăшаççĕ.
Ачасем И.Яковлевăн
чылай калавне вуланă. Унăн калавĕсем тăрăхӳкерчĕк турĕç.
Евстафьева
Н.М.