И.Я.Яковлев калавӗсем - ӳкерчӗксенче

И.Я.Яковлев калавӗсем - ӳкерчӗксенче

      2022-мӗш çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулăн 1-5 класс  вĕренекенĕсем Иван Яковлев калавĕсем тăрăх тунă ӳкерчĕксен выставкине йěркелерěç. И.Я.Яковлев чăваш ачисем валли ятарласа пĕчĕк калавсем хайланă. Калавсенчи сăнарсем- ачасем е çитĕннĕ çынсем, чĕр чунсем. Хăйĕн хайлавĕсене çырнă чухне вăл халăх сăмахлăхĕпе анлă усă курнă. Иван Яковлев калавĕсене вулани тата вĕсем тăрăх ӳкерчĕксем туса çирĕплетни ачасене тӳрĕ ҫулпа утма, тӗрӗс пурăнма, халăх йăли-йĕркисене хисеплеме, тăван халăха юратма, туслăха упрама, сăпайлă пулма вĕрентет.

                                                                                                       Фролова Н.Н.