Чăваш чĕлхи эрнине уҫни

Чăваш чĕлхи эрнине уҫни

                                                

      Çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ. Ăна халалласа шкулсенче тĕрлĕ мероприяти пулса иртет. 2022 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни уçăлчĕ. «Туссем калаçна чух, тăван чĕлхемĕм, шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе…» тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне 10-мĕш класра вĕренекен Яскей В. Малалла 9-мĕш класра вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен чăваш поэчĕсем çырнă сăвăсемпе паллаштарчĕç, чăваш çырулăхĕн историйĕ, И.Я.Яковлев ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç. Фролова Н.Н., чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенĕ, чăваш чĕлхи эрнинче ирттерме палăртнă мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ, ачасене  активлă хутшăнма сĕнчĕ.

                                                                                                                                                                 Фролова Н.Н.