Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2018» акци ирттерчĕ. Вăл 2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртрĕ. Акцин задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси;
-тěнчере тăван кěтесрен, тăван çěртен, тăван чěлхерен, тăван халăхран хакли нимěн те çуккине тепěр хут аса илтересси.
Акцие И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкул та хутшăнчĕ. Вĕрентекенсем тата шкул ачисем вырăнтах çырма кăмăл турĕç, диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче итлесе çырчĕç. Çакнашкал акцисем ирттерни чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерме пулăшать.