2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрě. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Ытти тěллевсем: − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; − чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Пĕтĕм чăваш диктантне Çěмěрле районěнчи И.Н.Ульянов ячěллě Хутарти вǎтам шкул ěçченěсемпе вěренекенěсем те хутшǎнчěç, «Наци радиовĕ» тÿрĕ эфирĕнче 13.00 сехетре итлесе çырчěç. Алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн dictant2017@yandex.ru адреспа ярса пачěç. Чăвашла тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса пани чăваш чунлă мĕн пур çынна савǎнтарать. |