И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкул вĕренекенĕсем шкул юбилейне тăрăшса хатĕрленеççĕ. Çак паллă куна халалласа «Тăван шкулăм çинчен ман сăмах» ятлă сăвăсемпе сочиненисен конкурсĕ иртет . Вĕренекенсем хăйсен чун тĕпĕнчен тухакан сăмахĕсене шăрçалама пуçларĕç.Тен, вĕсем хушшинче пулас çыравçăсемпе сăвăçсем те пур. Конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунатпăр.
Тăван шкул
Ульнов уçнă тăван шкул
Вырнаçнă манăн чĕрере.
Пит пысăк вырăн йышăнать,
Ялан хаваслăх çуратать.
Асрах шкулти пĕрремĕш кун,
Асра шкулти юлташăмсем,
Пĕрремĕш пирĕн вĕренӳ,
Юратнă вĕрентекенсем.
Класран класа куçса пырса
Ăс-тăн пухатпăр тăрăшса.
Кашни кун пĕлӳ туптаса
Çулпа пыратпăр малалла.
Кунран кун утăмсем туса
Шкул ыр ятне çĕклетпĕр.
Çĕр хĕрĕх пилĕк çулĕпе
Ăна халь саламлатпăр.
Наталья Романова, 9кл.
Тăван шкул, юратнă шкул,
Ăс-тăн паратăн эс пире.
Выляттарса, шутлаттарса
Акатăн пĕлӳ вăрлăхне.
Нихçан та тухмĕç чĕререн
Шкулти асамлă вăхăтсем.
Калатпăр тав сăмахĕсем,
Учительсем, сире,
Лайăх пулма вĕрентнĕшĕн пире
.
Анастасия Фролова, 7 кл.
Пирĕн шкул
Хутар ялĕн варринче
Пысăк çутă шкул ларать.
Хăйĕн чаплă ячĕпе
Таврара вăл янăрать.
Эп те килтĕм çак шкула
Пĕрремĕш çул, халь кăна.
Атте-анне килĕ пек
Кĕтсе илчĕ вăл мана.
Пит аван-çке вĕренме,
Пĕлӳ тĕнчинче вĕçме,
Çитĕнӳпе киленме,
Мĕн пĕлменнине пĕлме.
Анастасия Яндакова, 6 кл.
Хутарта пирĕн шкул пур,
Вăл илемлĕ те маттур.
Унта пирĕн тем те пур,
Кашни валли уçă çул.
Компьютер класĕ, пысăк зал,
Хăтлă столовăй, илемлĕ спортзал,
Çутă пӳлĕмсемпе коридорсем…
Вĕренме тата мĕн кирлĕ,юлташсем?
Пĕлӳ илмешкĕн кулленех
Утатпăр эпир çак кермене.
Шкул уçнă Ульянов ятне
Тăрăшатпăр çӳле çĕклеме.
Марина Сенаторова, 6 кл.
Ульянов уçнă шкул
Пирĕн Хутар ялĕнче
Ульянов уçнă шкул ларать.
Кашни ирех савса пире
Пĕлӳ пухма вăл йыхăрать.
Вăл илемлĕ, пит хитре,
Икĕ хутлă, çӳллĕскер.
Аякранах курăнса
Хăйĕн патне вăл чĕнет.
Пире ырă çын тума
Тăрăшаççĕ çак шкулта.
Ачаллах ăс пуçтарни
Питĕ кирлĕ пурнăçра.
Юратнă учительсене
Тав сăмахĕ калатпăр.
Ырлăх-сывлăх пурне те
Чун-чĕререн сунатпăр.
Ксения Фадеева, 9кл.