Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем Победы

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!



Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗр-шыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.

Чӑваш Ен ҫыннисем Тӑван ҫӗр-шыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ – ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Пирӗн хӳхӗм ҫӗрӗн 208 пин ытла харсӑр ывӑлӗпе хӗрӗ фронта тухса кайнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман – ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республики арканнӑ хуласемпе ялсене юсаса ҫӗклеме пӗтӗм ҫӗр-шывпа пӗрле хастаррӑн хутшӑннӑ. Пирӗн атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай килес ӑрусем телейлӗ пурӑнччӑр тесе экономикӑна кӗске вӑхӑтра ура ҫине тӑратнӑ.

Кашни ҫулах Майӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗр-шывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем! Паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн пурсӑра та ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Эсир – халӑхӑн тӗп хӑвачӗ!

Сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатӑп!



Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев





Уважаемые жители Чувашской Республики!

Дорогие ветераны Великой Отечественной войны и труженики тыла!



От всего сердца поздравляю вас с Днем Победы!

Этот праздник для всех нас особенный. Он является ярчайшим символом народного единства, несгибаемого мужества, героизма и беззаветной любви к Родине. Миллионы людей внесли свой посильный вклад в приближение победы над фашистской Германией, многие из них отдали жизнь за свободу и независимость нашей страны.

Жители Чувашии героически защищали Родину на всех фронтах, трудились до изнеможения в тылу – совершали подвиги во имя своих детей и внуков. Более 208 тысяч сыновей и дочерей нашей благодатной земли ушли на фронт. Победа далась нелегко – не все вернулись с полей сражений. После войны Чувашская Республика наравне со всей страной включилась в работу по восстановлению городов и сел из руин. Наши родители, бабушки и дедушки сумели восстановить экономику, чтобы последующие поколения жили счастливо.

Каждый год 9 мая мы чествуем героев, которые в тяжелые для страны годы выстояли и подарили нам победу. Дорогие ветераны Великой Отечественной войны и труженики тыла! Низкий вам поклон за вашу доблесть и мужество! Вы – соль земли!

Желаю вам долгих лет жизни, бодрости духа, счастья и благополучия!



Глава Чувашской Республики М.Игнатьев