Анне чунĕ евĕр çепĕç чĕлхе

                                                          

    2013 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче «Анне чунĕ евĕр çепĕç чĕлхене упрар ĕмĕре» сочиненисемпе сăвă çыракансен конкурсĕ иртрĕ. Хăйсен ĕçĕсенче вĕренекенсем çын пурнăçĕнчи тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ, ун илемлĕхĕ çинчен çырнă. Ачасене пурне те чĕлхе малашлăхĕ пăшăрхантарать. Тăван чĕлхене мĕнлерех упраса хăварасси çинчен шухăшлани те курăнать. «Сочинени» номинацире çĕнтерӳçĕ ятне   Яскей В.(11 кл ) , Романова И.(5 кл.) çĕнсе илчĕç, сăвă çырассипе- Макарова В.(5 кл.), Уляндина О.(8 кл.). Пултаруллă çамрăксене малашне те интереслĕ хайлавсем çырма ăнăçу сунатпăр.