Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче республикăра чăвашла тӗрӗс çырма пӗлнине тӗрӗслес, тăван чӗлхене упраса хăварас тӗллевпе «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ -2013» акци иртрӗ.
Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Хутарти вăтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те хутшăнчӗç. Учительсенчен чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Яскей М.В. тата истори предметне ертсе пыракан Николаев С.В. хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме шутларӗç. Вӗренекенсенчен вара çиччӗмӗшӗнчи Сергеева Катьăпа чăвашра çуралман тата чӗлхене çирӗпех пӗлмен, анчах чăваш чӗлхине юратса вӗренекен Наливайко Лена кăмăл турӗç. Диктанта наци радиовӗпе итлесе шкултах çырчӗç.
Çыракансем диктант тексчӗ илемлӗ те тарăн шухăшлă пулнине палăртрӗç.