Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп,
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана.
( П. Хусанкай)
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 7-мĕш класра «Тăван чĕлхе, эс вĕçĕмсĕр тĕнче» ăмăрту урокĕ иртрĕ.
Вĕренекенсем хăйсен тавçăрулăхне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç: кивĕ сăмахсен пĕлтерĕшне Н.И.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» тăрăх ăнлантарса пачĕç, фразеологизмсем тăрăх ÿкерчĕксем йĕркелерĕç, чăвашла уйăх ячĕсене ăнлантарчĕç, тăван чĕлхе çинчен пĕчĕк сочинении çырчĕç.
Ăмăрту çиччĕмĕшсене килĕшрĕ , пурте хавхаланса ĕçлерĕç. Уйрăмах Евстафьев И., Долгов Е., Сидоров Е., Скрипкова Л., Сергеева Е., Сенаторов А. палăртса хăвармалла.