«Чăваш тĕнчи» викторина

 

                                           

   Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулти  5-мĕш класра «Чăваш тĕнчи» викторина иртрĕ.

   Пиллĕкмĕшсем виçĕ ушкăна уйрăлса ăмăртрĕç: «Хĕвел», «Чĕвĕлти чĕкеçсем» тата «Хаваслă ачасем». Ушкăнсен тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тиврĕ: чăваш юррине юрлама та, чăвашсен йăли –йĕркисем çинчен каласа пама та, тупмалли юмахсен тупсăмне тупма та, чăваш çыравçисен ячĕсене пĕлме те.

    Чи хастар та пултаруллă ушкăн ятне «Чĕвĕлти чĕкеçсем» илчĕç. Чи тавçăруллисем – «Хаваслă ачасем», чи илемлĕ юрлакансем вара «Хĕвелсем» пулчĕç.

   Ачасене ăмăрту  килĕшрĕ.