Иван Яковлев калавӗсем - ӳкерчӗксенче

 

                                       

     2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Хутарти вӑтам шкулӑн 1-5 класс вӗренекенӗсем хушшинче Иван Яковлев калавӗсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. И.Я.Яковлев чӑваш ачисем валли ятарласа пӗчӗк калавсем хайланӑ. Калавсенчи сӑнарсем-  ачасем е ҫитӗннӗ ҫынсем, чӗр чунсем. Хӑйӗн хайлавӗсене ҫырнӑ чухне вӑл халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑн усӑ курнӑ. Иван Яковлев калавӗсене вулани тата вӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем туса ҫирӗплетни ачасене тӳрӗ пурӑнма, халӑх йӑли-йӗркине хисеплеме, тӑван халӑха юратма, сӑпайлӑ пулма, туслӑха упрама вӗрентет.