Ака уйăхӗн 22-мӗшӗнче 10-11 –мӗш классем «Чăвашлăха упрар» çавра сӗтеле пуçтарăнчӗç.
Ачасем умне чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ çапларах ыйтусем лартрӗ: «Чăваш чӗлхине вӗренни кирлӗ-и?», «Чăваш чӗлхин пуласлăхӗ пур-и?», « Чăваш чӗлхине упраса хăварас тесен мӗн тумалла?»
Хăйсен умне лартнă ыйтусем çине аслă классем тӗрлӗрен хуравларӗç. Хăшӗсем тăван чӗлхене вӗренни кирлӗ пулнине пӗлтерчӗç. Теприсем чăваш чӗлхи вӗренни малашлăхра кирлех мар тесе те каларӗç. Чăваш чӗлхи пуласлăхӗ шанчăксăр пулнине çынсем ытларах вырăсла калаçма пуçланипе çыхăнтарчӗç.
Калаçăва вӗçленӗ май вӗрентекен ачасене тăван чӗлхене тăрăшса вӗренме тата ăна упрама сӗнчӗ: «Чăваш чӗлхине пӗлни ăс- тăна çивӗчлетет, ытти чӗлхесене лайăхрах вӗренме пулăшать. Ахальтен мар Аслă Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев: «Тăван чӗлхесӗр чăн-чăн пӗлӳ çук»- тенӗ.»