«Çулталăк вăхăчӗсем» урок

                                  

    2013 – мӗш çула Раççейре  Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк тесе йышăннă. Çавна май  ачасене  çут çанталăка упрама, ун илемне курма вӗрентес тӗллевпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ Хутарти вăтам шкулти  5-мӗш класра «Çулталăк вăхăчӗсем» ятлă урок- проект иртрӗ.

   Малтанах пиллӗкмӗшсем  тăватă ушкăна  пайланса урока валли кирлӗ материал: çулталăк вăхăчӗсемпе çыхăннă каларăшсем, сăнавсемпе паллăсем, тупмалли юмахсем, сăвăсем пухрӗç, ӳкерчӗкскем хатӗрлерӗç. Кайран вара ачасем хăйсен ӗçӗсене хӳтӗлерӗç.

 Çавăн пек уроксем ачасемшӗн усăллă та  интереслӗ.  Мӗншӗн тесен  кирлӗ материал шыранă май вӗренекенсем ушкăнпа ӗçлеме хăнăхса пыраççӗ тата пӗлӗве те çирӗплетеççӗ.