Манăçми Митта Ваçлейĕ

 

                                  

   Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, çамрăк вăхăта  сая ярасран сыхлама ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет.

   Пултаруллă поэт çуралнăранпа пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 105 çул çитрĕ. Çавна май И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти  вăтам шкулти 6-мĕш класра Митта Ваçлейне халалланă «Манăçми Митта Ваçлейĕ» ятлă урок иртрĕ.

  Малтанах вĕрентекен ачасене поэтăн пурнăç çулĕпе тата унăн хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан вара урокра паллашнă материал тăрăх викторина иртрĕ. Улттăмĕшсем урокра хаваслансах ĕçлерĕç.

   Урока пĕтĕмлетнĕ май вĕрентекен ачасене Митта Ваçлейĕн пултарулăхне хаклама, ун ятне чĕрере упрама ыйтрĕ.