Этем тата çутçанталăк

   Çитĕнекен ăрăва çут çанталăка сыхлама, тавралăх илемне упрама вĕрентесси паянхи кун тĕп вырăнта тăрать. Çавна май 2013 çула Çут çанталăка сыхламалли çулталăк тесе йышăннă.

   Çĕмĕрле районĕнчи И.Н.Ульянов  ячĕллĕ Хутарти вăтам  шкулти  7-мĕш класра  «Этем тата çут çанталăк» темăпа калаçу иртрĕ. Çиччĕмĕшсем этемĕн çут çанталăка упрас тĕллевпе туса ирттермелли ĕçĕсем пирки калаçрĕç. Çавăн пекех хăйсем те çак енĕпе мĕн-мĕн тунипе паллаштарчĕç.

   «Этем - çут çанталăкăн пĕр пайĕ, çавăнпа та çут çанталăка упрани – хамăр сывлăха сыхлани»- тесе пĕтĕмлетрĕç калаçăва  вĕренекенсем.