Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Новым годом и Рождеством

Хаклă ентешĕмĕрсем!

 Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!

   Çĕнĕ çул умĕн вĕçленекен çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, мĕн тунине хакласси, малашлăх валли плансем тăвасси йăлана кĕнĕ.

Тулли кăмăлпа палăртатăп: тĕп макроэкономика кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен каллех çĕр-шывăн чи ăнăçлă регионĕсен шутне кĕчĕ. 2012 çулта эпир бюджет укçипе тухăçлă усă курас, пĕчĕк бизнес аталанăвĕ валли лайăх условисем йĕркелес, экономикăра тата бюджет сферинче ĕç укçине ÿстерес, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, пĕчĕк тупăшлисене, ветерансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатас тĕллевлĕ политика тытса пытăмăр. Обшествăпа администраци енчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине, вăхăтра комплекслă мерăсем йышăннине пула социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерме памарăмăр.

Ĕç стажĕ 40 тата 45 çула çитнĕ аслă çулсенчи 20 пин ытла çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят тата хушма çăмăллăхсемпе усă курмалли право илчĕ.

2012 çулхи кăрлачран тытăнса виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесене республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне тÿлетпĕр, ăна кăçал 1,5 пине яхăн çемье илнĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесем пурте тенĕ пекех уйăхсерен ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ тÿлев илме тытăнĕç.

2012 çулта федерацин çĕнĕ йышши физкультурăпа спорт комплексĕсем тумалли программине пурнăçлассине вĕçлерĕмĕр, халĕ республикăн яллă мĕн пур районĕнче ФСКсем пур. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине вăйлатни, тренировкăсем ирттермелли хăтлă условисем йĕркелени пирĕн кăçалхи çулла Лондонра Олимп пьедесталне парăнтарнă спортсменсен ăнăçăвне никĕслерĕç. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ тытăмне çĕнетессине малалла тăсрăмăр. Шкулсен виççĕмĕш пайне тĕпрен юсанă, шкул столовăйĕсем валли çĕнĕ оборудовани туяннă. Çĕнĕлле йĕркеленĕ май медиицна учрежденийĕсенче пуçлăх-администраторсен шучĕ чакрĕ, сиплекен врачсем нумайланчĕç. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне малалла лайăхлатас, унпа усă курмалли майсене анлăлатас тĕллевпе çывăх вăхăтра яллă районсенче çĕнĕ 100 фельдершпа акушер пунктне уçăпăр.

Республикăра пурăнакансем ăнăçлă ĕçлерĕç, пирĕн пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ – халăхăн укçа тупăшĕ 18% яхăн пысăкланни. Юлашки çирĕм çул хушшинче пуçласа Чăваш Енре шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем тума пуçларăмăр. Кăçал çĕнĕ 11 ача сачĕ хута янă. Юлашки çирĕм çул хушшинче пирвайхи хут республикăра ача çураласси çын вилессинчен иртнĕ. Çак кăтарту обществăра тăнăçлăх пуррине, çемьесем ыранхи куна шаннине çирĕплетет. Ку – лайăх кăтарту.

Вĕçленекен çулталăкра халăхшăн тăрăшса ĕçленисене, тăван ен аталанăвне малашне те пултарнă таран хăйсен тÿпине хывма хатĕррисене пурне те тав тăватăп. 2013 çул мĕнле пулĕ, мĕн кÿрĕ – çакă хамăртан нумай килет. Паллах, татса памалли çивĕч ыйтусем нумай-ха. Анчах эпир вĕсене парăнтарăпăр. Ерипен, утăм хыççăн утăм туса, çирĕп кăмăллă пулса, популистла йышăнусемпе сăмахсенчен пăрăнса. "Ахах тенипех пуяймăн", – теççĕ халăхра. Тăрăшса ĕçлесен кăна пурнăçăмăра лайăхлатма пултарăпăр.

Çĕнĕ çул çутă та пуян пуласси, интереслĕ пулăмсем, çĕнĕлĕхсем кÿресси пирки иккĕленместĕп. Сирĕн Çĕнĕ çул каçĕнчи чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр! Кашни çемьене телей, ырлăх, пирĕн юратнă республикăна вара тăнăçлăх тата аталану сунатăп! 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                           М.Игнатьев 

 

 

Дорогие соотечественники!

 

Сердечно поздравляю вас с наступающими светлыми праздниками – Новым годом и Рождеством Христовым!

На пороге нового года по традиции принято подводить итоги года уходящего, оценивать, что удалось сделать, строить планы на будущее. 

С удовлетворением отмечу, что по основным макроэкономическим показателям Чувашия вновь вошла в число наиболее успешных регионов страны. В течение всего 2012 года мы проводили последовательную политику, направленную на эффективное использование бюджетных средств, создание благоприятной среды для развития малого бизнеса, повышение заработной платы в экономике и бюджетной сфере, усиление государственной поддержки многодетных и молодых семей, малоимущих, ветеранов. Благодаря общественно-административному контролю и своевременно принятым комплексным мерам нам удалось не допустить необоснованного роста цен на социально значимые товары.

Более 20 тысяч пожилых людей, чей трудовой стаж достиг 40 и 45 лет, получили звание «Ветеран труда Чувашской Республики» и право на дополнительные льготы.

С января 2012 года при рождении третьего и последующих детей семьям выплачивается республиканский материнский капитал в размере 100 тысяч рублей, который в течение года получили почти полторы тысячи семей. А начиная с 1 января 2013 года почти все семьи, в которых родится третий или последующий ребенок, станут получать ежемесячную денежную выплату в размере величины прожиточного минимума для детей.

В 2012 году мы завершили реализацию федеральной программы строительства современных физкультурно-спортивных комплексов, и теперь они есть во всех сельских районах республики. Усиление пропаганды здорового образа жизни, развитие массового спорта, создание комфортных условий для тренировок стали залогом успеха наших спортсменов, покоривших нынешним летом олимпийские пьедесталы Лондона.

Продолжилась модернизация систем здравоохранения и образования. Капитально отремонтирована треть школ, приобретено новое оборудование для школьных столовых. После реорганизации в медицинских учреждениях стало меньше начальников-администраторов и больше лечащих врачей. Для дальнейшего повышения качества и доступности квалифицированной медицинской помощи в среднесрочной перспективе в сельских районах мы откроем 100 новых фельдшерско-акушерских пунктов.

Жители республики потрудились достойно, и итогом нашей совместной работы стало увеличение реальных располагаемых денежных доходов населения почти на 18 процентов. Впервые за последние 20 лет в Чувашии стали строиться дошкольные образовательные учреждения. В этом году мы сдали в эксплуатацию 11 новых детских садов. Впервые за последние 20 лет в республике рождаемость превысила смертность. Данный показатель свидетельствует о стабильности в обществе и уверенности семей в завтрашнем дне. Это хороший результат.

Я благодарен всем, кто славно потрудился во благо народа в уходящем году, кто готов и в дальнейшем вносить свой посильный вклад в развитие родного края. Каким станет 2013 год, что он принесет – во многом зависит от каждого из нас. Конечно, еще много проблем, которые требуют решения. Но мы с ними справимся. Постепенно, пошагово, проявляя твердую волю, избегая популистских решений и заявлений. В народе говорят: «Ахах тенипех пуяймăн» - «Сказав «агат», богаче не станешь». Только упорно работая, мы сделаем нашу жизнь лучше.

Уверен, наступающий год будет ярким и насыщенным, нас ждет много интересных событий и новых открытий. От всей души желаю всем вам исполнения самых заветных желаний, загаданных в новогоднюю ночь! Желаю каждой семье счастья и благополучия, а нашей любимой республике мира и процветания!

 

Глава Чувашской Республики                                     М.Игнатьев