Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕпе 15 - мĕшĕсенче районта чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурипе олимпиадăсем иртрĕç.
Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Тăван ен культурипе 7-мĕш класри Сидоров Евгений тата 9-мĕшĕнчи Герасимова Дина малти вырăнсене йышăнчĕç. Чăваш чĕлхипе вара пысăк балл пуçтарса çĕнтерÿçĕ ятне 11-мĕш класри Яскей Вероника илчĕ. Çавăн пекех Николаева Даша (10 кл.), Герасимова Дина (9 кл.), Васильева Екатерина (8 кл.) тата Сергеева Екатерина (7 кл.) малти вырăнсене тухма пултарчĕç.
Олимипиадăна хутшăннă пултаруллă вĕренекенсене пурне те саламлатпăр, маттурсем!