Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем чувашского языка

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе – наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан аслă та сайра тĕл пулакан паха тупра. Вăл хутшăнупа воспитани хатĕрĕ çеç мар, çут тĕнче илемлĕхне тата унăн тĕрлĕ енлĕхне туллин палăртма май паракан япала та. Ăна пула чăваш халăхĕн сайра йышши хăйне евĕрлĕхĕ аваллăхран пуçласа паянхи кунччен тивĕçлипе сыхланса упранать. Тăван чĕлхе вăл пирĕншĕн – никамран та хаклă аннемĕрĕн асран кайми сăпка юррийĕ, çут тĕнчене пĕлме-курма пуçланă май хамăр каланă пĕрремĕш сăмахсем.

Ăслă Вĕрентекенĕмĕр тата Çул пуçăмăр Иван Яковлевич Яковлев пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлÿлĕх сăпки пулса тăнă пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă, тăван сăмах паянхи шкулсенчи вĕренÿ класĕсенче, аслă шкулсен аудиторийĕсенче, кĕнеке-хаçат страницисенче, театр сцени çинче тата телевиденипе радио эфирĕнче тивĕçлипе янăратăр тесе ырми-канми тăрăшнă.

Паян Чăваш чĕлхин уявне тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине тата ăс-пурлăх пуянлăхне ăруран-ăрăва куçарса пыракан, чăваш чĕлхине сыхласа упрамалли майсем палăртакан Раççей Федерацийĕн чылай регионĕнче тата ытти çĕр-шывра та анлăн паллă тăваççĕ.

Хăй чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх чĕлхисене те сума сума пултарасси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Пирĕн республика тĕрлĕ наци çыннишĕн тăван кил шутланать, тĕллевлĕн тытса пыракан патшалăх политики вара халăхсен культурисене пĕр-пĕрин çине ырă витĕм кÿме пулăшать. Чăваш чĕлхин кунĕ пархатарлă туслăха тата тĕрлĕ халăх ăс-пурлăхне чыслакан савăнăçлă уяв пулса тăчĕ!

Сире çирĕп сывлăх, пултаруллă ĕçре çитĕнÿсем, ырлăх, телей тата юрату сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ М.Игнатьев

 

Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

Родной язык – главный носитель национальной культуры, великая и уникальная ценность, отражающая богатое культурное многообразие человечества. Это не только средство общения и воспитания, это воплощение красоты и многомерности мира. С его помощью из седой истории до наших дней сохраняется неповторимая самобытность чувашского народа. Родной язык для каждого из нас – это колыбельная песня матери, слова, посредством которых мы впервые начали воспринимать окружающий нас мир.

Мудрый Наставник и Учитель Иван Яковлевич Яковлев создал первую школу, ставшую колыбелью знаний для всего чувашского этноса, сделал многое для того, чтобы сегодня родное слово звучало в учебных классах, вузовских аудиториях, с книжных и газетных страниц, на театральных подмостках и в телерадиоэфире.

Сегодня праздник чувашского языка широко отмечается во многих регионах Российской Федерации и в других странах, где передаются из поколения в поколение древние традиции и культурные ценности чувашского народа и принимаются меры по сохранению чистоты чувашского языка.

Уверен, народ, уважающий родной язык, способен с уважением относиться к языкам других народов. Наша республика стала домом для многих национальностей, а целенаправленная государственная политика помогает глубокому взаимопроникновению культур. День чувашского языка стал настоящим торжеством дружбы, праздником признания и уважения культур различных народов!

Желаю вам крепкого здоровья, успехов в созидательной работе, благополучия, счастья и любви!

Глава

Чувашской Республики М. Игнатьев