Тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, ăна тăрăшса вĕренес туйăма аталантарас тĕллевпе Чăваш республикинче çулсерен Чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулта та ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 28- мĕшĕччен Чăваш чĕлхи эрнине уявлама палăртрĕç.
Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, шкулта тăван чĕлхе эрнин пĕрремĕш кунĕ иртрĕ. Шкулти библиотекарь С.М. Мозякова И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Яскей М.В. тата Фролова Н.Н. вĕрентекенсем ачасене Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» стена хаçачĕ те кăларчĕç.