Нарăс уйăхĕн 10 - мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем тата шкул ачисем «Эпĕ юрă йăхĕнчен» илемлĕ вулакансен ăмăртăвне хутшăнчĕç.
Тĕл пулура ачасем хăйсем хайланă сăввисем те, чăваш поэчĕсен сăввисем те янрарĕç. Хутар шкулĕнчи 11 – мĕш класра вĕренекен Байбаторова Кристина «Эп вăтанмастăп хам чăваш пулнишĕн» тата 10- мĕш класра вĕренекен Яскей Вероника «Ман несĕлĕм» ятлă хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Вĕсем çак ăмăртура дипломсем илме тивĕç пулчĕç. Малашне те вĕсене ăнăçусем сунас килет.