П.Хусанкай – чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

         Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти вăтам шкулта 9-мĕш класра чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Яскей М.В. « П.Хусанкай- чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» ятлă урок ирттерчĕ.

   Вĕренекенсем Хусанкай пултарулăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç: поэтăн сăнарлă чĕлхине тишкерчĕç, хайлав ячĕсене, сăнарĕсене аса илчĕç. Çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» презентаципе паллашрĕç.

  Урока пĕтĕмлетнĕ май вĕрентекен П.Хусанкай чăваш литературишĕн пысăк ĕçсем тунине палăртрĕ. Поэтăмăр ятне чĕрере усрама сĕнчĕ.