Халăх сăмахлăхĕ – иксĕлми ăс- тăн пуянлăхĕ. Çак пуянлăха ламран- лама куçарса пырса упраса хăварас тĕллевпе Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Яскей М.В. улттăмĕш класра «Сурхури, нартукан, кăшарни. Мĕнле уявсем –ши вĕсем?» ятлă урок ирттерчĕ.
Ачасем урокра самантлăха авалхи вăхăта таврăнчĕç, çак уявсен йăли-йĕркипе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене юмăç яни кăсăклантарчĕ. Вĕрентекен хăйсене те юмăç ярса пăхма сĕнчĕ.
Урока пĕтĕмлетнĕ май вĕрентекен ачасене аваллăха сума суни çыннăн культури тивĕçлĕ шайра аталанма пултарни çинчен каларĕ.
Яскей М.В.