Анне… Тĕлĕнмелле асамлăн, çепĕççĕн, ачашшăн илтĕнет çак сăмах. Анне… Пуриншĕн те хаклă вăл. Анне пире пурнăç парнелет, ачашласа ÿстерет, ăс парать, вĕрентет, тĕрĕс çул çине кăларать.
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен куне уявлаççĕ. Çавна май чи çывăх та хаклă çынсене сума суса пур çĕрте те уявсем ирттереççĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутар шкулĕнче те чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Фролова Н.Н. Яскей М.В. йĕркеленипе ачасем аннесене халалласа сăвăсемпе калавсем хайларĕç. Уйрăмах А.Скрипкова, К.Краснова, К.Байбатрова, С. Десницкий, И.Медяева ячĕсене асăнмалла.
Хăйсен хайлавĕсенче ачасем амăшĕсене чунтан юратнине, хисепленине кăтартрĕç. Чăнах та, тăван аннерен хакли никам та çук.