Мана тăван Силпи вăй пачĕ
Ача чухне ака тума.
Тивлетлĕ Кĕçтенкки хăвачĕ
Çырма çул уçрĕ чунăма.
Ухсай сăввине вуланинчен пуçланчĕ 11-мĕш класра литература урокĕ .
Вĕренекенсем урокра поэт пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç: сăввисене вуласа тишкерчĕç, ыйтусемпе çине хуравларĕç. Уйрăмах вĕсене кроссвордпа ĕçлени килĕшрĕ.
Урок вĕçĕнче вара Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхне пĕтĕмлетсе викторина иртрĕ.