Ухсай – ăста лирик сăвăç

             

    Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутар шкулĕнче чăваш халăх поэтне халалланă « Ухсай - ăста лирик сăвăç» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ.

  Уявра ачасем поэт сăввисене те, хăйсем çырнисене те вуларĕç, чăваш юррисем те шăрантарчĕс. «Кĕлпук мучи» хайлавран илнĕ сыпăка та ăста вылярĕç вĕренекенсем.

  Çавăн пек уявсем шкул ачисене чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисене хисеплеме вĕрентеççĕ, вĕсен ĕçне малалла тăсса пырас туйăма аталантараççĕ.