«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» - тенĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев.
И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн, тăван чĕлхешĕн чăннипех те пысăк ĕçсем тунă: çырулăх йĕркеленĕ, кĕнекенсем кăларнă, шкулсем уçнă.
Ахальтен мар чăваш чĕлхи кунне те Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Акă ĕнтĕ икĕ теçеткене яхăн эпир хамăр республикăра чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен шкулсенче чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи И.Н. Ульянов ячĕллĕ Хутар гимназийĕнче те чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем Яскей М.В. тата Фролова Н.Н. тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç: вăйă-уроксем, çамрăк сăвăçсен конкурсĕ, наукăпа практика конференцийĕ, çавра сĕтел, литературăпа музыка композицийĕ тата юмах каçĕ.
Çакăн пек мероприятисем ачасене тăван чĕлхене юратма, ун илемне туйма, чăваш чĕлхине тарăнрах тĕпчеме май параççĕ. Çавăнпа та вĕренекенсем вĕсене хаваспах хутшăнаççĕ.
Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян, чĕлхемĕр пулсан - эпир патвар, чĕлхемĕр пулсан - эпир хастар. Апла пулсан анне панă чĕлхене ĕмĕрне те манар мар.