Паян, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çĕмĕрле районĕнчи Хутар гимназийĕн вуннăмĕшпе вун пĕрмĕш класĕнче вĕренекенсем «Тăван чĕлхе малашлăхне эпĕ мĕнле куратăп» çавра сĕтеле пуçтарăнчĕç.
Кунта аслă классем тăван чĕлхе пуласлăхĕ çинчен хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Пĕрисем ăна паянхи пекех ирĕклĕн, уççăн янăрасса шанаççĕ, теприсем чăваш ачисем ытларах вырăсла калаçнине пула чăваш чĕлхи малашлăхĕ пирки пăшăрханса та калаçрĕç.
Çапах та çавра сĕтел вĕçĕнче вĕренекенсем тăван чĕлхе малашлăхĕ хамăр алăра пулнине çирĕплетрĕç. Анне панă чĕлхене упрама шантарчĕç.