Чăваш халăх сăмахлăхĕ – иксĕлми пуянлăх

   Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Çĕмĕрле районĕнчи Хутар гимназийĕн 5-мĕш класĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Яскей М.В. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ – иксĕлми пуянлăх» ятлă вăйă- урок ирттерчĕ.

      Ачасем малтан урокра халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене аса илчĕç. Кайран вара икĕ ушкăна пайланса  хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç: ваттисен сăмахĕсен пайĕсене тупрĕç, тупмалли юмахсен ттупсăмĕсене шырарĕç, юмахсене аса илчĕç, литература тата халăх юррисене ушкăнларĕç.

    Пиллĕкмĕшсем урокра хастар ĕçлерĕç. Халăх сăмахлăхĕ чăннипех те пуянлăх пулнине палăртрĕç ачасем.