Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Тăван чĕлхене халалласа, паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Çĕмĕрле районĕнчи Хутар гимназинче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем йĕркеленипе «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Кунта вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем каларĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç.
Чăваш халăхĕ, Петĕр Хусанкай калашле, пулнă, пур, малашне те пулĕ.